Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, IV пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Ҫӗн уйӑха кӗте-кӗте,
Вӑраххӑн сӳнчӗ хӗвел анӑҫ,
Тем тӗттӗмлетрӗ пӗлӗте,
Шӑв-шавӗ кӑнчӗ-выртрӗ канӑҫ.
Шевле самантлӑх йӑлтӑртатрӗ,
Вӑл ҫиҫрӗ, сӳнчӗ васкаса,
Лӑп ҫил юлхавлӑн йӑшӑлтатрӗ,
Тӗме кӑшт илчӗ лӑскаса.
Вара выртса канма вӑл утрӗ.
Нӳрленчӗ сывлӑш, пӗлӗт туртрӗ,
Кӗҫ чарӑнчӗ ял кашлама —
Лӑпланчӗ аслӑ Чашлама.

Ял-йыш ҫыврать. Ҫук сас-хура...
Чӗр чунӗ те ҫавна кура
Шӑпланчӗ. Ватӑ хурама
Кӑшт тӗлӗрет, ларать пӗччен.
Вӑл ыйӑхланӑ урама
Сыхлать ҫут уйӑх тухиччен.
Пӗртен-пӗр шӑпчӑксем анчах
Каҫхи ыр канӑҫа пӗлмеҫҫӗ:
Сӗм тӗттӗмре чӗвӗлтетеҫҫӗ —
Канмашкӑн вӑхӑт ҫук. Пачах.
Хускав ҫук сывлӑшра; ирччен
Вӗрет йыт аслӑк айӗнчен.

Тӳлек. Ҫапах та ҫилсӗрех
Нӳрленнӗ сывлӑш хумханать...
Кӗтет, кӗтет хӗр тем тӗрлех,
Чӗри йӑвашшӑн пӑлханать.
Хавха самант! Тен, аслати пек
Персе ҫитет вӑл хӗр патне,
Тен, вӑл хӑр ҫил — вӗри те типӗ —
Аркатӗ чунӑн сӑвапне.
Вӑл тип ҫӗре, тен, ислентерӗ
Сипетлӗ ҫумӑр пек килсе,
Хавшанине чӗртсе ӳстерӗ,
Ҫӳле хӑпартӗ вӑй илсе?

Кӗтет хӗр каччине, кӗтет,
Ак, куҫҫульне вӑл типӗтет.
«Ӑҫта вӑл?» — чунӗ лӑпланмасть.
Леш шӑпчӑкӗ те йӗкӗлтерӗ,
Витленӗ пек вӑл чӗвӗл! терӗ.
Ҫӗр тӗттӗм — нимӗн курӑнмасть.
Сисмен те, ерипен шуса,
Вӑрман ҫине ҫӗн уйӑх тухрӗ:
Шуранкӑ ҫутӑ меллӗн юхрӗ,
Хӗре илет пек чуп туса:
Ӑна вӑл саврӗ, ачашларӗ,
Анчах та канӑҫлӑх памарӗ.

Эс, ҫамрӑк хӗрӗм, ан амант
Хӑв чӗрӳне; ӑна ан ваттӑр
Час иртекен хур; ан ыраттӑр
Килсен те ҫакӑн пек самант.
Ҫурхи кунсем пек улшӑнуллӑ
Вӑл ҫамрӑклӑх: ун ҫук виҫи.
Тӗнче ялан вӑл ҫаврӑнуллӑ:
Сив ҫумӑр хыҫҫӑн — ӑшӑ ҫил.
Ирхи шыв-шурсенчи тӗтре
Хӗвел тухсассӑн сирӗлет,
Вӑл хӑпарать те пӗлӗтре
Хуллен, пӗр сассӑр ирӗлет.

Каҫ путрӗ тарӑн ыйӑха,
Ҫыврать Кавруҫӑн пысӑк ялӗ,
Вӑл маннӑ хуйӑх-суйӑха...
Анчах ӑҫта кайса ҫухалӗ
Пуҫри чӗр шухӑш? Хӑвалаймӑн
Ӑспа пӗрле вӑл вырнаҫсан;
Вӑл йывӑҫ мар-ҫке — савалаймӑн,
Ҫуса яраймӑн ҫыпӑҫсан.
Илемлӗ туйӑм лӑпкӑн-лӑпкӑн
Чуна ачашшӑн перӗнет,
Ӑна вӑл ӑшшӑн сӗртӗнет —
Ҫемҫе сӑмах калать пек шӑппӑн.

Тӗнче, тавралӑх, кам хайламӗ
Пӗр саншӑнах чун юррине,
Мӗнле-ши ҫынӑн юн шавламӗ
Сиссессӗн ырлӑх пуррине?
Ах, юрату — вӑл чӗр сӗткен;
Пурне вӑл чӗрӗлӗх парать-ҫке
Яштак пулмин те кӗлетке,
Ҫапах чунра хӗм кӑларать-ҫке.
Ҫук, ҫук тесе тупа ан ту.
Мӗнле чӗре-ши ҫулӑмланӗ,
Мӗнле сӑрпа илем сӑнланӗ,
Ҫуралмасассӑн юрату?

Кавруҫ нихҫан кун пек пулманччӗ:
Ҫӗр шухӑш тӑвӑннӑ ӑсра.
Ку таранччен вӑл шарламанччӗ,
Хӑй те илтмен сӑмах тусран.
Ҫапла паян та калаймарӗ:
Пӗлмест тем ҫыхӑннӑ ӑшра,
Те ун сӑмахӗ тухаймарӗ
Вӑтанчӑкпа тим хутӑшран.
Анчах илемлӗ ҫут ҫанталӑк
Тӑрать хаваслӑ пиллесе;
Тавра, тӗнче халь — уҫнӑ алӑк,
Пурте чӗнеҫҫӗ кил тесе.

Каҫ тӗлӗрет — сывларӗ ассӑн,
Канса выртать ҫил сак ҫинче...
Анчах та ҫамрӑклӑх ян саслӑн
Ҫӳрет, юрлать ял картинче.
Эй, ҫамрӑклӑх, эсех упратӑн
Этемӗн ырӑ туйӑмне,
Ӑна вараласран сыхлатӑн,
Хумастӑн ҫичӗ ют умне.
Нимпе ҫил-тӑвӑл салатаймӗ
Илемлӗ туйӑмӑн вӑйне.
Мӗнле этем ӑна пуҫ тайме:
Унпа вӑл хӑпартать хӑйне.

Ват хурама. Ун айӗнче
Пырать-мӗн калаҫу пит шӑппӑн.
Ав, ӑвӑссем тӑраҫҫӗ тӑппӑн —
Юри сыхланчӗ пек тӗнче.
Тытса тӑмарӗ хӗр текех, —
Именчӗкне аран ҫӗнтерчӗ, —
Вал туйӑмне вӗҫерӗнтерчӗ,
Ӑсне кӑларчӗ ирӗкех.
Ун кӑмӑлне каҫ ирӗлтерчӗ:
Йӑлтах вӑл кайрӗ ӑшӑнса.
Хӑй туйӑмне тусне пӗлтерчӗ,
Ӑна ача пекех шанса:

«Пытараймастӑп эп санран:
Пӗл, канӑҫ ҫук; тем, кунӗн-ҫӗрӗн
Пуҫра тӑрать пек сӗрӗм, сӗрӗм...
Тухмастӑп пулӗ-ҫке ӑнран?
Ҫӳретӗп эпӗ юмахра —
Таҫта пурах пек урӑх пурнӑҫ.
Тен, вӑл мӗлтлетекен нухрат,
Тен, вӑл суя илемлӗ курнӑҫ —
Вылять анчах халь ӗмӗтре,
Апла так тытайми тӗтре?
Эп пытармасӑр каланишӗн,
Ыйтатӑп, ан кулсам манран.

Хӑш чух, пӗлетӗн, шывсӑр ишӗн,
Нимӗн тума аптранӑран.
Нумай пулмасть, — чӑнах та кулӑн, —
Санпа эп пултӑм тӗлӗкре:
Кун янкӑр пек, унтах тӗтре;
Такам ӳлет: сасси пит хулӑн.
Пыратпӑр пек шӑп иккӗн ҫех.
Кӗтмен ҫӗртен упа! Хӑй хӑмӑр...
Сасартӑк аслатиллӗ ҫумӑр
Ҫума пуҫлать пек, ак, кӗҫех —
Хуҫать ҫил йӑвӑ хӑмӑша.
Хайхи пуҫланчӗ тамаша!

Вӑрман шавлать. Тӗп кӗрешсем
Ҫӗре укес пек тайӑлаҫҫӗ.
Тем ҫӳллӗш ҫамрӑк чӑрӑшсем
Хӗненӗ пек, — х-хурах-х! — кашлаҫҫӗ.
Тапранчӗ ҫил кӗтмен ҫӗртен:
Персе вӑл ҫитрӗ инҫетрен.
Ак, ҫавра ҫил сана ҫӗклерӗ —
Вӗҫетӗн эс пӗтӗрӗнсе,
Ҫӗре те ҫаврӑнса ӳкмерӗн —
Пыратӑн-ҫке сӗтӗрӗнсе.
Ах, чун юнланчӗ ӑшӑмра.
Хӑранипе сиксех чӗтретӗп,

Ытла ӗсӗклесе йӗретӗп.
Курап: тӑратӑн ман умра.
Анчах сӑну? Сӑну сан урӑх —
Йӑлтах эс кайнӑ улшӑнса:
Сан пит-куҫу пир пек шап-шурӑ,
Чӗтретӗн, кайнӑ пек шӑнса,
Ӑшра ман темӗн хӗсӗнет,
Чун хӑпӑнать пек сийӗн-сийӗн...
Кавруҫ, мӗн пулӗ, мӗн сӗнет
Сис-чӳллӗ чунӑм? Тӗлӗк тейӗн,
Анчах пӑсать вӑл канӑҫа,
Тӗтрелетет ман пурнӑҫа».

«Лӑплан, Чӗкеҫӗм, тӗлӗкре
Пулса иртни, ҫук, хӑратаймӗ,
Пурӑнӑҫа вӑл хуратаймӗ.
Пырать юмахӗ ӗлӗкрен:
Ҫытар ҫинче курсан куян —
Пулатӑн пуринчен пуян,
Курсассӑн урнӑ упана —
Качча каятӑн юпана,
Куҫу умне тухсан эсрел —
Ҫӑвать тет ҫумӑр чӗресрен,
Тухсассӑн тӑвӑл, вӑйлӑ ҫил —
Пулать ҫӗн каччӑ, ҫӗнӗ кил».

«Кавруҫ, Кавруҫ, манран кулатӑн,
Эс ӗненместӗн тӗлӗке,
Анчах каланӑ ӗлӗкех:
«Мӗне куран — ӑна тупатӑн».
Хушаканни пуласчӗ манӑн,
Ларасчӗ ҫутӑ тӗпеле,
Ыр ӗҫ тӑвасчӗ асӑнмалӑх,
Кӳресчӗ ҫынсене телей.
Ҫитинччӗ тӗнчере ыр канӑҫ —
Никам хӑйминччӗ хускатма.
Ан иксӗлтӗр нихҫан та шанӑҫ,
Ан мантӑр ӗмӗт васкатма.

Эп сапӑр халь — ӑша кантартӑм
Хам шухӑша вӑй вылятса.
Чун-чӗреме эп лӑплантартӑм,
Ӑна пит ҫепӗҫ йӑпатса».
«Чечекӗм, тусӑмҫӑм, куратӑп:
Сан пур-тӑр хӑвӑн пӗлӗтӳ.
Сана унта, — чунтан туятӑп, —
Чӗнет ҫунатлӑ ӗмӗтӳ.
Ах, ӗмӗт, — ырӑ курӑну!
Тен, пач суя сӑн-сӑпату?
Ҫук, ҫук, ан пултӑр пӑрӑну —
Сан пултӑр шанчӑкпа тату!»

Сӑмах хушмарӗҫ тек, анчах
Хӗмленнӗ чӗрисем хыт тапрӗҫ.
Сывларӗ ассӑн укӑлча,
Ҫил ачисем тем пӑшӑлтатрӗҫ.
Ултавлӑ, пуш сӑмах пулмарӗ,
Ҫук, сивӗнмерӗ чун ӑшши.
Анчах качча хӗр чуп тумарӗ
Шутларӗ пулӗ: ытлашши.
Чӑнах, чи тасине ӑвса,
Чун-чӗрене вӑл ҫӳплентерӗ,
Паян ҫитӗнеймен ӑса
Асра юлмалӑх кӳрентерӗ.

Асамлӑ каҫ — выля, шуйла,
Тӳпе — пин ҫӑлтӑр: ил, суйла.
Сасартӑк ак пӗри тапранчӗ,
Ҫуталчӗ те ҫӗре йӑванчӗ,
Ярт тӑсрӗ авӑк хӳрине,
Хӑварчӗ хыҫала йӗрне.
Анчах ҫӗре вӑл ҫитеймерӗ,
Вӑраххӑн сӳнчӗ тӗпренсе.
Ак ыттисем ним тӗлӗнмесӗр,
Чӗл-чӗл ҫунаҫҫӗ чӗтренсе,
Чӗнеҫ пек акӑш-макӑша...
Кама ҫак ямӗ шухӑша?


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-04-16 21:27:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2504 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем